2020 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Канашри 48 ҫулти арҫын икӗ ҫамрӑка хӑйӗн хваттерне тара панӑ. Тепӗр кунхине ирхи 1 сехет тӗлӗнче ун патне кӳршисем шӑнкӑравланӑ, хваттерте питӗ шавлаҫҫӗ тесе евитленӗ. Хваттер хуҫи ҫамрӑксем патне шӑнкӑравланӑ, анчах лешсем телефона тытман. Ҫавӑн хыҫҫӑн арҫын хӑйӗн арӑмӗпе ҫав хваттере ҫул тытнӑ. Каччӑсемпе хваттер хуҫи хирӗҫсе кайнӑ. Ӳсӗр ҫамрӑк 48 ҫулти арҫынпа ҫапӑҫма пуҫланӑ. Ӑна вӑл 4 хутран кая мар чышкӑпа ҫапнӑ, 1 хутчен кӗленчепе пуҫӗнчен кӗрӗслетнӗ.
Кил хуҫи пуҫтахран тарса балкон ҫине тухнӑ. Унта каччӑ арҫынна уҫӑ чӳречерен тӗксе янӑ. Лешӗ ӳкес мар тесе балкон чӳречин раминчен ярса илнӗ. Анчах каччӑ ӑна аллинчен кӗленчепе ҫапма тытӑннӑ.
Арҫын виҫҫӗмӗш хутран персе аннӑ, анчах ӑна вӑхӑтра пулӑшнине кура вӑл чӗрӗ юлнӑ.
Йӗпреҫ районӗнчи 19 ҫулти каччӑ тӗлӗшпе ҫынна вӗлерме тӑнӑ тесе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе халӗ суда ярса панӑ.
Чӑваш Енри коммуналлӑ хуҫалӑхра ӗҫлекенсем асӑннӑ отрасль объекчӗсене хӗле хатӗрлессипе ҫине тӑраҫҫӗ. Ӗнерхи кун тӗлне илсен, ӗҫе 59,9 процент чухлӗ пурнӑҫланӑ.
Ӗҫ хӑвӑртлӑхӗ енчен Йӗпреҫ (29,0%), Сӗнтӗрвӑрри (31,4%), Ҫӗмӗрле (32,5%) тата Ҫӗрпӳ (34,6%) районӗсем юлса пыраҫҫӗ.
Коммуналлӑ хуҫалӑх объекчӗсене хӗле хатӗрлессипе Улатӑр, Элӗк, Патӑрьел, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Шӑмӑршӑ, Тӑвай районӗсем тата Улатӑр хули малта. Вӗсенче палӑртнӑ ӗҫ калӑпӑшӗн 70 процентне пурнӑҫланӑ.
Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче чӑваш поэчӗ, прозаикӗ, драматургӗ, Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Николай Теветкел (Петровский) 85 ҫул тултарнине халалласа литература каҫӗ иртнӗ.
Мероприятие культурӑпа ӳнер ӗҫченӗсем, ӑсчахсем, вулавӑш ӗҫченӗсем, вулакансем, ҫыравҫӑн ҫывӑх ҫыннисемпе тӑванӗсем хутшӑннӑ.
Библиотека директорӗ Роза Лизакова Николай Теветкел пултурлӑхне пысӑка хурса хакланӑ май «Теветкел Николай Александрович» ятпа поэтӑн юбилейӗ тӗлне вулавӑш ӗҫченӗсем библиографи указательне хатӗрленине пӗлтернӗ.
Николай Теветкел 1937 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Савкка ялӗнче ҫуралнӑ. Унӑн тӗп кӑларӑмӗсен хушшинче ҫаксене асӑнса хӑварма пулать: «Хӗвел кӗлти», «Авӑн уйӑхӗ», «Янӑравлӑ тӳпе», «Сонетсем», «Сывлӑмпи», «Хура сулӑ», «Шурӑ ката» т.ыт.те.
Ҫанталӑк шӑрӑх тӑрать. Ҫак кунсенче путса вилекенсем те нумайланнӑ. Канмалли кунсенче 3 инкек пулнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Янӑшкассинче 1980 ҫулта ҫуралнӑ арҫын путса вилнӗ. Тепӗр кун республикӑра икӗ ҫын шыва путнӑ. Ирхи 4 сехет ҫурӑра Йӗпреҫ районӗнчи Березовкӑра 23-ри каччӑн пурнӑҫӗ шывра татӑлнӑ. Кӑнтӑрла Шупашкарта пурӑнакан 39 ҫулти арҫын путса вилнӗ. Вӑл Муркаш районӗнчи Катӑкуй ялне килнӗ пулнӑ. Арҫын уҫӑлас тесе пӗвене шыва кӗме кайнӑ та таврӑнман.
Палӑртмалла: ку таранччен республикӑра 21 ҫын путса вилнӗ. Вӗсенчен 3-шӗ - ачасем.
Ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ҫил-тӑвӑлран шар курнӑ ҫемьсене укҫан пулӑшма палӑртнӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗн ертӳҫи Сергей Павлов пӗлтернӗ. Шар курнӑ ҫемьсене 10-шар пин тенкӗ тӳлӗҫ.
Аса илтерер: ҫил-тӑвӑл ытларах Йӗпреҫ, Комсомольски, Канаш районӗсенче алхаснӑ.
Харпӑр ҫуртсемсӗр пуҫне республикӑра ҫил-тӑвӑл 9 шкула сиенлетнӗ. Тӑкак 9,95 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Чылай шкулӑн тӑрри сменленнӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче республикӑра алхаснӑ ҫил-тӑвӑл мӗн чухлӗ тӑкак кӳнине шутланӑ. Тӳре-шара пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл 47 ытла миллион тенкӗпе танлашнӑ. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Телеграм-каналӗнче хыпарланӑ.
Ҫил-тӑвал хыҫҫӑн инкеклӗ лару-тӑрӑва пӗтерекен комиссин черетсӗр ларавӗ иртнӗ. Унта тӳре-шара муниципалитетсен шайӗнче инкеклӗ лару-тӑру режимне тума йышӑннӑ.
Уйрӑмах Комсомольски, Йӗпреҫ, Канаш районӗсем шар курнӑ. Малтанлӑха шутланӑ тӑрӑх, асар-писер ҫанталӑк 47 ытла миллион тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.
Элтепер ҫил-тӑвӑлран шар курнӑ ҫынсене пулӑшмаллине каланӑ, Финанс тата Ӗҫлев министерствисене укҫа уйӑрас ыйтӑва пӑхса тухма хушнӑ.
Ӗнер Чӑваш Енре ҫил-тӑвӑл алхасни, ҫумӑр вӑйлӑ ҫуни пирки, ҫавна май хӑш-пӗр ял ҫутӑсӑр юлни, ҫуртсем сиенленни ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Уйрӑмах Канаш, Йӗпреҫ, Комсомольски районӗсенче пурӑнакансем шар курнӑ.
Красноармейски районӗнче вара ҫынна аҫа ҫапнӑ. Ку Тватпӳрт ялӗ патӗнче пулнӑ. 55 ҫулти арҫын аслатиллӗ ҫумӑр ҫунӑ вӑхӑтра уйра пулнӑ. Шел, унӑн пурнӑҫне ҫӑлма май килмен, ӑна вилмеллех аҫа ҫапнӑ.
Республикӑн кӑнтӑр районӗсенче паян вӑйлӑ ҫил алхаснӑ. Ҫил-тӑвӑла пула ҫуртсем тӑррисӗр юлнӑ, хӑш-пӗр ялта ҫутӑ пӗтнӗ.
Уйрӑмах пысӑк сӑтӑр ҫил Йӗпреҫ районӗнчи Хумри Ишекре тунӑ — кунта темиҫе ҫурт тӑррисене тӗппипех вӗҫтерсе кайнӑ, хуралтӑ ҫиттийӗсене сӳсе антарнӑ. Яла кӗнӗ вырӑнта вырнаҫтарнӑ паллӑ та вӑйлӑ ҫиле чӑтайман — тӳнсе кайнӑ.
Комсомольски районӗнчи Урмаелте те вӑйлӑ ҫил сӑтӑр тунӑ — кунта, сӑмахран, шкул тӑррин пӗр пайӗ хӑйпӑннӑ. Ҫавӑн пекех вӑйлӑ ҫиле пула ялта пушар та тухнӑ.
Ҫурҫӗрти районсенче те ҫанталӑк хуҫа кам иккенне кӑтартнӑ. Муркаш районӗнчи Сорӑм Панклинче пысӑк пӑр ҫунӑ. Шупашкар районӗнчи Атайкассинче те 2-3 см пысӑкӑш пӑр ҫуса кайнӑ.
Чӑваш Ен урлӑ иртекен «М-12» ҫула 2023 ҫулта хута яма палӑртаҫҫӗ. Нумаях пулмасть ҫак ыйтупа РФ Правительствин Председателӗн заместителӗ Марат Хуснуллин канашлу ирттернӗ.
Аса илтерер: машинӑсене хӑвӑрт ҫӳремелли ҫав ҫул пирӗн регионта 100 километар яхӑн пулӗ. Ӑна Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Комсомольски, Канаш тата Тӑвай районӗсем урлӑ сарӗҫ.
«М-12» ҫулӑн Мускаври МКАД патӗнчен пуҫӑнса Орехово-Зуево хули таранхи пайне кӑҫал хута ярӗҫ, Чӑваш Енри лаптӑка килес ҫул туса пӗтересшӗн.
«М-12» ҫула 2023 ҫулта хута ярасшӑн. Унпа Мускавран Хусана 6-7 сехетре ҫитме май килӗ.
Кӑҫал пирӗн республикӑри юханшывсенче пулӑсем вилнӗ 7 тӗслӗхе шута илнӗ. Мӗнпур ҫав тӗслӗхе республикӑн Ҫутҫанталӑк тата экологи министерстви тӗрӗслесе тӑнине ӗнентерет. Кун пирки Эмир Бедертдинов министр каланӑ. Ку хыпара министерствӑн сайтӗнче пӗлтернӗ.
Пулӑ вилнине пӗлсен специалистсем кашнинчех тӗрӗсев йӗркеленӗ. Унта ҫутҫанталӑка сыхлакан прокуратура, Росрыболовство учрежденин ӗҫченӗсем те хутшӑннӑ.
Пулӑсем вилнӗ 7 тӗслӗхрен тӑваттӑшӗнче (Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкери, Муркаш районӗнчи Шетмӗпуҫӗнчи пӗвесенче, Шупашкар районӗнчи Шемшер ялӗ ҫывӑхӗнчи Йӑршу юханшывӗнче тата Канаш районӗнчи Кивӗ Ахпӳт ялӗ патӗнчи Энӗш юханшывӗнче) шывра сиенлӗ япаласем нумай пулнӑ.
Ҫав вӑхӑтрах Етӗрне районӗнчи Пӗрремӗш Йӑвански тата Ҫӑлкасси ялӗсем патӗнчи пӗвесенче тата Чебоксарка юханшывра сиенлӗ япаласен хутӑшӗ пулӑсене вӗлермеллех нумай пулманнине тупса палӑртнӑ.
Апла-и, капла-и, шывпа усӑ куракансен тимлӗ пулмалла. Ытарлӑрах каласан, хамӑр ӗҫекен ҫӑла сурма кирлӗ мар.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |